Шупашкарти Ленин районӗнче «Картиш» муниципаллӑ программӑна тӗпе хурса пӗчӗк архитектура ӗскерӗсене хута ярас тӗлӗшпе тӑрмашса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗртмен 27-мӗш тӗлне, сӑмахран, «Хӗвеллӗ айлӑм» ТМЯО подрядчик ача-пӑча вылямалли 15 ҫӗнӗ лаптӑк хута янӑ, «Романа» ТМЯО — 7 кӑна ӗлкӗрнӗ.
Районта вара кӑҫал ача-пӑча вылямалли 32 ҫӗнӗ лаптӑк йӗркелемелле, ун валли 3 330 пин тенкӗ тӑкакласшӑн. Лаптӑксен хакӗ тӗрлӗрен — 42 000 пуҫласа 126 000 тенкӗ таранах ларать.
Ҫапла-ҫапла. Анчах сӑлтавсӑр-мӗнсӗр мар. Ҫак тимӗр урхамаха курӑк ҫине лартнӑшӑн. Кун пирки Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗ пӗлтерет. Автомобильсене курӑк ҫине лартакансем, ача-пӑча вылямалли лаптӑксем ҫине кӗрсе каякансем пирки тӳре-шарана хула ҫыннисем вӗҫӗмех евитлеҫҫӗ имӗш. Пӗр тесен, хула урамӗсен картишӗсемпе утса ҫаврӑнсан ҫӑхавламасӑр та курӑнать-ха. Апла хӑтланаканӗсен, ахӑртнех, хӑйсен ӑнлантарӑвӗ. Хӑшӗсен, тен, гараж ҫук-тӑр. Теприсем пулсан та унта ҫитесшӗн мар пулӗ. Ара, кил умне лартма меллӗрех-ҫке. Тата машинӑсем нумайланса кайнипе те вырӑн ҫитменни пур. Кирек епле пулсан та ку вӑл тӳрре тухмалли сӑлтав мар. Кирек мӗнӗн те йӗрки пур, ҫав шутра ку тӗлӗшпе те.
Ҫӗртмен 25-27-мӗшӗсенче асӑннӑ район администрацийӗн специалисчӗсем машинӑсене ӑҫта кирлӗ унта лартса тухнине палӑртма рейд ирттернӗ. Вӗсем Хусанкай, Кӑкшӑм, Гагарин, Энгельс, Маршак, Ярославль, Воробьев композиторсен, К. Маркс урамӗсене, Ленин проспектне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра йӗркене пӑснӑ 105 тӗслӗх асӑрханӑ, вӗсене сӑн ӳкерсех илнӗ. Автомашина хуҫисене ҫывӑх вӑхӑтра административлӑ явап тыттарӗҫ тата, паллах, апла лартма юраманни пирки адмкомиссине чӗнсех ӑнлантарӗҫ.
Шупашкарта пурӑннӑ май эрне хушши Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчисем вӗри шыв ҫуккипе аптранине час-часах илтме тиветчӗ. Вӗри шывсӑр ларнин сӑлтавӗ — асӑннӑ районта ҫӗртмен 10-мӗшӗнче ӑшӑту сечӗсене юсама пуҫлани. Ҫапла вара Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи темиҫе ҫурта вӗри шывсӑр хӑварнӑччӗ.
Кӗҫнерникун вара, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче вӗри шыв каллех крансенчен юхма тытӑннӑ.
Компани пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Пролетари урамӗнче тата Трактор тӑвакансен проспектӗнче ӑшӑту сӗчӗсене туллин юсаса пӗтернӗ.
Вырсарникун, ҫӗртмен 23-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 2-мӗшӗччен Ленин Комсомолӗн тата Хусанкай урамӗсенчи пӑрӑхсене юсама планланӑ. Утӑн 7-16-мӗшӗнче Ленин Комсомол лаптӑкӗ хӗррипе, Иван Яковлев проспекчӗпе тата Николаев урамӗпе те ремонтлама палӑртнӑ.
Ҫапла вара юсав ӗҫӗсем пынӑ чух асӑннӑ урамри ҫурт-йӗрсенче вӗри шыва чарса лартӗҫ.
Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, республика тӗп хулине ӗҫпе Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ сучӗн судьи Александр Зырянов килсе ҫитнӗ.
Шупашкар хӑни Республика Элтепӗрепе, Михаил Игнатьевпа, тӗл пулнӑ. Тӗлпулура Зырянов республика пуҫлӑхне мӗн тӗллевпе килни пирки каласа панӑ — кунта вӑл планпа тӗрӗслев ӗҫне ирттерме палӑртнӑ иккен.
Унсӑр пуҫне аслӑ судья республикӑри мӗнпур суд ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухасси ҫинчен пӗлтернӗ. Ятарлӑ комисси паянхи куна Шупашкарти Мускав тата Ленин районӗн сучӗсене тӗрӗслеме те ӗлкернӗ.
Тӗлпулура Михаил Игнатьевпа Александр Зырянов республикӑри суд системине ҫӗнӗтес ыйтӑва хускатнӑ. Суд органӗсен пахалӑхне ӳстересси ҫинчен сӑмах ҫӗкленӗ.
Ҫӗртмӗн пӗрремӗш кунӗнче Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун хӑйӗн ӗҫне пуҫларӗ. Асӑннӑ саккун чӗлӗм туртакансене пырса тивӗт. Йышшӑннӑ ҫӗнӗлӗхе пӗрисем шута илчӗҫ те пуль, анчах та ыттисем ҫав-ҫавах сывлӑха сиен кӳрекен чӗлӗме кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте «паклаттарса» ҫӳреҫҫӗ.
Чӗлӗм вӑл вара сывлӑха ҫеҫ мар этем пурлӑхне те начасах пӗтерме пултарать. Ҫапла вара ҫӗртмӗн 1-мӗшӗнче чӗлӗмпе асӑрхануллӑ пулманнишӗн И. Яковлев проспектӗнчи пӗр хваттерӗн балконне тивсе илнӗ пулнӑ.
Пушар сиксе тухнӑ вырӑна инкекрен хӑтаракансем тӳрех килсе ҫитнӗ, вӗсем ҫулӑма 10 минут хушшинчех сӳнтернӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫ хваттер хуҫҫине 25 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
«Эх, ҫав кану вырӑнӗсене! Ӑҫта кӑна уҫса тултармаҫҫӗ ӗнтӗ», — шухӑшлӗҫ, тен, вулакансем информаци ятне кура. Тулаштарар мар — кану мар, индустри паркӗ уҫӑлӗ. Вӑл тата мӗн япала тетӗр-и? Тӗллевӗ ятӗнче пытарӑннӑ, вӑл промышленность предприятийӗсене пӗр ҫӗре пухакан вырӑн пуласса пӗлтерет. Ӑна кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тума пуҫламалла.
Индустри паркӗ тӑвас ыйтӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев электротехника отраслӗн аталанӑвӗ пирки ӗнер ирттернӗ канашлура та хускатнӑ. Ку ӗҫ валли кӑҫал 242,9 миллион тенкӗ уйӑрмалла-мӗн. Индустри паркӗ Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫмалла. Экономика аталанӑвӗн министрӗ Алексей Табаков асӑннӑ канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, парк пӗчӗк тата вӑтам предприятисен хӑватне аталантарма май памалла. Ансатрах каласан, вӗсем унта хушма производство участокӗсене уҫӗҫ. Экономика министерстви шухӑшланӑ тӑрӑх, индустри паркӗнче 20-е яхӑн предприяти вырнаҫӗ. Ӗмӗтленнӗ пек пулса пырсан 2015 ҫулта унта ҫӗнӗ производствӑсем хута кайӗҫ.
Сӑнсем (17)
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Надежда Осипова тата пай пуҫлӑхӗ Наталия Полетаева пирки хӑй вӑхӑтӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Ун чух следовательсем вӗсене пульницасем валли томографсем тата ангиографи хатӗрӗсем хаклӑ хакпа туянма килӗшӳ туса хыснана 240 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ тесе палӑртнӑччӗ. Ку вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курни пулать тесе айӑпланӑччӗ вӗсене.
Шупашкар хулин Ленин район сучӗ министерство ӗҫченӗсем усал шутпа мар, тимсӗрлӗхе пула йӑнӑшнӑ тесе палӑртнӑ. Тимсӗрлӗхшӗн явап тыттармалли вӑхӑт вара иртсе кайнине кура (хаклӑ ҫав оборудование туянасси ҫинчен калакан килӗшӗве 2008-2009-мӗш ҫулсенче тунӑ) пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Шупашкар хулин урамӗсем тӑрӑх кунсерен пиншер тӗрлерен урапа (машин) чупать. Тен, «тимӗр лашасен» йышӗ ӳссе пынипе, машинсене ӑҫта мӗнле вырӑна лартас ыйтупа шофёрсем пуҫсене ватсах лармаҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хӑйсен тӑват урапаллӑ «юлташа» начасах вырнаҫтарса хураҫҫӗ.
Ленин район администрацийӗ ҫак ирсӗр ӗҫе йӗркене кӗртме хула ҫыннисем пӗрре ҫеҫ мар ӳпкев хучӗсене ҫырса панӑ. Халӑх пӗлтернипе шоферсем хӑйсен машинисене ача-пӑча вылямалли картиш патне, курӑк ҫине лартса хӑвараҫҫӗ. Ҫавна май администраци ӗҫченӗсем Ленин районӗнче ятарлӑ рейдне ирттернӗ. Вара Хусанкайпа Кӑкшӑм урамсенче, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче, Эгер бульварӗнче, Хевешпе Маршак урамӗсенче тата Иван Яковлев проспектӗнче пӗтӗмпе 35 йӗркене пӑснӑ пулӑмсене палӑртса хунӑ.
Рейдра лекнӗ машин хуҫисене администрацилле йӗрке пӑсӑвӗн Кодексӗпе штраф кӗтӗ. Ленин администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх штраф укҫи йӗркене пӑсакансене 3 000 тӗнкӗ таранах ларма пултарӗ.
Тен, кун йышши мелсем шофёрсене малашне ятарлӑ йӗркесене пӑхӑнма вӗрентӗ.
Ача ҫураласси ҫемьере яланах пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ. Пепкем ҫуралнӑранпа ашшӗ-амӑшӗсене ырӑ тӑрмашусем кӗтеҫҫӗ. Ачана ят парасси те хӑйне май самаях шутлатаракан ӗҫ-пуҫ. Ҫут тӗнчене килнӗ пепке мӗнле ятӑрпа пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑни — пӗтӗмпе ашшӗ-амӑшӗнчен килет.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗнче ака уйӑхӗнче пӗтӗме 163 пӗчӗк шӑпӑрлан ҫуралнӑ имӗш. Вӗсенчен 79 — арҫын ача, 84 — хӗрача. Хулана пӗтӗмӗшле илсен вара ака уйӑхӗнче 657 пепке ҫуралнӑ.
Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС уйрӑмӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче ҫуралнӑ пепкемсене ят панӑ чухне ашшӗ-амӑшӗ ытларах Кирилл (10) тата Александр (8) ятсем кӑмӑлланӑ. Асӑннӑ уйӑхра хӗрача ячӗсем хушшинчи чи паллӑ ят вара — Виктория (9) тата Полина (6). Унсӑр пуҫне ҫак районтах ашшӗ-амӑшӗ ачана ят парас ӗҫ-пуҫра хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулакан ятсем те тӑтӑшах усӑ курнӑ: Матвей, Марк, Арнольд, Евдоким, Ролан, Богомил, Ева, Злата, Ариадна, Раиса, Амелия, Мариям, Таисия тата ыт. те. Ҫак йыша вуланӑ майӑн вӗсен хушшинче чӑвашла ятсем ҫуккине сайра тӗл пулаканнисен шутне кӗменнипе ӑнлантарма пулӗччӗ те, анчах та чӑннипе вара вӗсем ҫинчен халӑх пӗрре те пӗлмест пулас.
Ак, кӗҫӗх ҫу уйӑхӗ те ҫывхарса ҫитет. Ҫу кунӗсем ҫитнерӗн пысӑк уявсемччен та вӑхӑт нумай юлмарӗ. Вӗсем шутӗнче чи пӗлтерӗшли — Ҫӗнтерӳ кунӗ. Ҫак уяв ҫывхарнӑ май хулара тӗрлӗрен акцисем иртеҫҫӗ.
Ҫулсерен ҫынсем хушшинче георги хӑйӑвне сарас йӑла кӑҫал та пӑрахӑҫланмарӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗн символне кӑҫал пӗрремӗш хут акан 24-мӗшӗнче салатрӗҫ. Вӑл кун хула ҫыннисем хушшинче 500 яхӑн георги хӑйӑвӗ сарӑлнӑ-мӗн. Уйрӑмах «Николай косманавт урамӗ» чарӑнура тата «Мир Луксор кинотеатр» ҫывӑхӗнче ӗҫ хӗрӳ пынӑ. Ҫак сумлӑ акцин ертӳҫисем — Ленин районӗн ҫамрӑксен правительсвин ҫамрӑкӗсем. Чӗретлӗ хут Ленин районӗнче Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗ ҫӗрелле салатӗҫ.
Ҫитес кунсенче асӑннӑ акци Калининпа, Мускав районӗсенче иртӗ. Георги хӑйӑвне салатнӑ май пирӗн асаттесем ҫак вӑрҫӑра тӑван халӑхшӑн, чӑваш ҫӗрӗшӗн ҫапӑҫнине манмалла мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |